Кӗҫнерникун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ» канашлу иртрӗ. Ӑна асӑннӑ институтпа вӗренӳ институчӗ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ йӗркеленӗ. Канашлӑва вӗренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Кламентьев ҫитнӗ.
Ку канашлура пӗтӗмӗшле илсен чӑваш чӗлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ. ФГОС тавра калаҫрӗҫ, чӑваш чӗлхин сехечӗсене мӗнле майпа чакармасӑр хӑварма пултарасси ҫинчен. Светлана Владимировна хӑйӗн сӑмахӗнче министерство ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине каласа пачӗ. Вӗсем имӗш шкулсене ФГОС панӑ 3-мӗш варианта йышӑнма сӗннӗ. Ку варианта наци республикисенче усӑ курмашкӑн тунӑ, анчах пӑтӑрмах ҫуратнӑ шкулсем темшӗн тепӗр вариантсене илнӗ пулать. Кӑна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна ҫавӑн пекех шкулсен уставӗсене ҫӗнетесси пирки каларӗ — унта вӗренӗве чӑвашла та ирттермелли пирки кӗртмелле имӗш.
Элӗк район администрацийӗнче нумаях пулмасть иртнӗ черетлӗ планеркӑра ытти ыйтупа пӗрлех чиркӳ тӑвассине те сӳтсе явнӑ.
Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ертсе пынӑ.
«Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов районти пур организацисемпе учрежденисен пуҫлӑхӗсене Элӗкри чиркӳ ҫуртне туса пӗтерес ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе каларӗ», — тесе хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ. Хӑш-пӗр организацире пӗр кунхи ӗҫ укҫине мар, ячӗшӗн кӑна куҫарнӑ имӗш. Уншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн.
Унсӑр пуҫне Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 2015 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулшӑн пыракан ҫырӑнтару тапхӑрӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вӗренӳпе культура учрежденийӗсен, сывлӑх сыхлавӗн организацийӗсен ертӳҫисене чи малтанах республикӑра тухса тӑракан «Советская Чувашия», «Хыпар» кӑларӑмсене тата «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫатне ҫырӑнтармаллине аса илтернӗ.
Элӗк районӗнче «Таса ял сантан пуҫланать» акци иртет. Вӑл ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Ӑҫта тата кам мӗн чухлӗ пухнине раштавӑн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Акцие хутшӑнакансем — вӗсем шкул ачисем — макулатура пухаҫҫӗ. Хальлӗхе Шуркасси Юнтапари шкул малта пырать. Унта ҫӳрекенсем 3 тонна пухнӑ. Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекенсем 946 килограма ҫитернӗ, Йӑлкӑшра — 597 кг, Тавӑтра — 250 кг, Карачурара — 100 кг, Шӗмшевӗшре — 97 кг, Утаркассинче — 85 кг, Вутланта — 70 кг.
Уйрӑм ачасене илсен, Шуркасси Юнтапари Михаил Спиридонов 400 киг кивӗ хут пухнӑ, Йӑлкӑшри Евгений Свистков — 180 кг, Карачурари Станислав Медведев — 70 кг, Тавӑтри Екатерина Никифорова тата Александр Петров — 50-шар кг.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чи ӳркенмен 20 ачана Шупашкара экскурсине кайса кӑтартӗҫ.
Юн кун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ врачӗн Ионикия Борисова ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ҫав кун вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнипе пӗр килчӗ.
Ионикия Владимировна Хусанти медицина институтӗнче вӗреннӗ. Вӗреннӗ теме ҫӑмӑл та, анчах ҫав вӑхӑтра вӑл мӗн чухлӗ нушаланман-ши?! Юрлӑ пурнӑҫпа асапланаканскер (унӑн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗӖ вӗсен пӳрчӗ ҫунса кайнӑ) вӗренме пӑрахас тесе те шухӑшламан мар.
Элӗкри район пульницинче вӑл 27 ҫул тӗп врачра ӗҫленӗ. Тухтӑр ҫуртне тума та вӑлах тӳпе хывнӑ темелле. Унӑн наградисене каласа та пӗтереймӗн.
Ионикия Борисован асӑну хӑмине унӑн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарчӗҫ. Унта Ионикия Владимировна ҫуралнӑ иккен.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Козлов уҫрӗ. Асӑну хӑмине уҫма района Пӗрлехи информаци кунӗ ирттерме пырса ҫитнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Ванеркина тата районти хисеплӗ тухтӑр пулнӑ ҫыннӑн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне Борис Борисова шанчӗҫ.
Чӑваш Республикин электрон тата кинодокументацин патшалӑх архивӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен архивӗсенчи документсене пухма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе учреждени «Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети» гражданла патриотизм акцине пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Асӑннӑ мероприяти республика шайӗнче пулса пыраканскер.
Чӳкӗн 14-мӗшӗпе 17-мӗшӗнче Патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем Элӗк районӗнче пурӑнакан Екатерина Агафонова, Алексей Александров, Андрей Аркадьев, Дмитрий Афанасьев, Валентина Нестерова, Демьян Михайлов, Александр Моляков, Илья Михайлов, Иван Николаев вӑрҫӑ ветеранӗсем патӗнче пулнӑ. Вӗсен аса илӗвӗсене ҫырса илнисем тата ватӑсен сӑнӳкерчӗкӗсем каярах республикӑн Архив фондне пуянлатӗҫ.
Республикӑра ҫемье пултарулӑхӗн «Ҫемье мастерскойӗ» конкурс-куравӗ иртмелле. Ӑна кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Декораципе ӗҫлев ӳнерне чӗртсе тӑратас, упраса хӑвара стата аталантарас, ӳнерӗн ҫав енӗпе аппаланакан пултаруллӑ ҫемьесене палӑртас тӗллевпе, ӳсекен ӑрӑва ҫав ӑсталӑхпа туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче Чутай районӗнчи культурӑпа кану центрӗнче зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тата Етӗрне районӗсенчи пултаруллӑ ҫемьесем хутшӑннӑ.
Етӗрне районӗнчен унта икӗ ҫемье хутшӑннӑ. Пӗрисем — Етӗрне ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑрсакассинчи Григорьевсем, теприсем — Урпаш ял тӑрӑхӗнчи Анатри Ирҫери Максимовсем.
Григорьевсен ҫемйи ҫыхма ӑста. Вӗсем мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ-тӗр! Ҫак пултарулӑха вӗсем ламран лама парса пыраҫҫӗ. Курава кукамӑшӗн, Агреппина Тимофеевнан, унӑн хӗрӗн Ольга Анатольевнан тата мӑнукӗн Дарьян ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Максимовсем тӗрлеме ӑста. Ҫак йӑла кукамӑшӗн амӑшӗнчен, Вера Спиридовнӑран, пуҫланса кайнӑ. Халӗ хӑй вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк ӑру чун киленӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ Роналия Марковна кайран хӑйӗн хӗрне Иринӑна, лешӗ хӑйӗн хӗрне Розӑна хӑнӑхтарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Етӗрнере Анисим Асламас композитор ячӗпе регионсем хушшинчи «Сӑр ҫийӗн культура асамат кӗперӗ» наци культурин фестивалӗ иртнӗ. Музыкӑн тӗрлӗ жанрӗ тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ ҫав композитор РСФСР тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ музыкӑпа сцена хайлавӗсем (опера, балет, муыкӑллӑ камит), вокалпа симфонии (поэма, оратории, кантата), симфони (симфони, увертюра, оркестрпа инструмент концерчӗсем), камерӑпа инструмент (квартет, тӗрлӗ инструмент валли пьесӑсем), вокал хайлавӗсем ҫырнӑ.
Фестивале Чӑваш Енри халӑх пултарулӑхӗн коллективӗсем кӑна мар, Чулхула облаҫӗнчи, Мари Элти, Тутарстанри ушкӑнсем хутшӑннӑ. Элӗк районӗнчи Владимир Терентьев ертсе пыракан «Ветеран» хор та унтан юлман. Вӗсем хорпа та юрланӑ, арҫын тата хӗрарӑмсен ансамблӗсем те уйрӑммӑн сцена ҫине тухнӑ, Валентина Корниловапа Николай Васильев солистсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Фестивале хутшӑнакансем валли анлӑ культура программи хатӗрленӗ, вӗсене районти ӳнер музейне илсе кайнӑ, Н.Д. Мордвинов халӑх артисчӗн музей-ҫурчӗпе паллаштарнӑ.
Юпан 21-мӗшӗнче ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Любовь Шемарина Элӗк районӗнче пулнӑ, «Пурнӑҫ ҫулӗ» хаҫат редакцине ҫитсе ушкӑна ҫӗнӗ редакторпа паллаштарнӑ.
Паллаштарнӑ тесен йӑнӑш-тӑр. Хаҫатӑн ҫӗнӗ редакторӗ Марина Леонтьева унччен, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа, хаҫатра пай редакторӗнче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Элӗкри И.Н.Яковлев ячӗллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ҫак ӗҫре вӑл 20 ҫул тӑрӑшнӑ.
Марина Леонтьева шкулта вӗреннӗ чухне «Пионер сасси» («Тантӑш») ача-пӑча хаҫачӗн юнкорӗ пулнӑ. Вӑл халӗ те ача-пӑча кӑларӑмӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлет, Элӗк районӗнче «Ҫамрӑк журналист» пултарулӑх пӗрлешӗвне ертсе пырать. Марина Леонтьева чылай ҫул «Пурнӑҫ ҫулӗ» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ пулнӑ.
Любовь Шемарина хаҫат ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ чухне статьясен пахалӑхне, хаҫат сайтне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ.
Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ.
Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ.
Чӑваш Енре усламҫӑсем валли ҫураҫтару пӳлӗмӗ туса памалла. Ку ыйтӑва Предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Владимир Иванов профессилле медиаторпа, Раҫҫейӗн хисеплӗ ваккачӗпе Марианна Михайловӑпа юпан 17-мӗшӗнче тӗл пулнӑ чух сӳтсе явнӑ.
Ҫураҫтару центрӗн тӗллевӗ — хирӗҫ-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ усламҫӑсене пӗр чӗлхе тупма пулӑшасси. Ку процедурӑна саккунлӑ майпа ҫирӗплетни пит нумаях мар-ха, ятарлӑ саккуна 2011 ҫулта йышӑннӑ.
Ҫӗнӗрен йӗркелекен тытӑм валли ӗҫ халех пур иккен. Унта, сӑмахран, Элӗк районӗнчи пӗр усламҫӑ парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн унӑн парӑма татмаллах. Анчах укҫана кӑларса хурсан унӑн панкрута тухасси кӑна юлать. Ҫак лару-тӑрӑва епле татассине ҫураҫтаруҫӑсен пуҫ ватма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |